Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкарти хӑш-пӗр вырӑнта ятарлӑ автоматсем сӗт сутассине темиҫе ҫул каяллах йӗркеленӗччӗ. 2013 ҫулта ӑна пӗр фермер (рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пуҫарнӑччӗ. Ун чухне вӑл Чехире 8 сӗт автомачӗ туянса тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑхӗнчи ҫак продукцие ҫынсӑрах сутакан хатӗрсене фермер Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара вырнаҫтарнӑ. Фермерӑн кунне 1,5-е яхӑн тоннӑна сӗт сутӑнать. Пӗр литрӗшӗн вӑл 35 тенкӗ ыйтать. Фермер ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗткоматсене тин ҫеҫ сунӑ продукци кунсерен пырса тӑрать. Ӑна талӑкӗпех туянма пулать. Сӗте фермер Тӑвай районӗнчи хуҫалӑхран илсе килет-мӗн. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта 12 автомат вырнаҫтарнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — тӑваттӑ. Туянас текенсем тата йышлансан ӑслӑ аппарата усламҫӑ-фермер тата та туянма хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Ен сыснасен Африка мурне пула чылай вӑхӑт ӑнӑҫсӑр регион шутланчӗ. Халӗ тинех республикӑра ку статуса ылмаштарнӑ. Ҫапла тума Россельхознадзорӑн управленийӗ йышӑннӑ. Апла пулин те виҫӗ районта: Улатӑрта, Йӗпреҫре тата Пӑрачкавра, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче лару-тӑрӑва малашне те сӑнаса тӑрӗҫ. Статуса ылмаштарни пирӗн тӑрӑхри аш-пӑша ют регионсене ӑсатма тата унтан хамӑра кирлине кӳрсе килме май парать. Маларах пирӗн республикӑра Африка мурне пула карантин тесе йышӑннӑччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен ӑна пӗтернӗччӗ. Карантина официаллӑ майпа пӑрахӑҫланӑ пулсан та ун чухне утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сыснасене тата унӑн ашне республика тулашне илсе тухма, пӗрремӗш тата иккӗмӗш зонӑсенче сысна сутма, ку зонӑсенчен ҫак выльӑха туянма юрамасть тесе пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсенче кӗрхисене юр ҫийӗнех апатлантараҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне ку ӗҫе «Новь» тулли мар яваплӑ хуҫалӑхра тата Н.Н. Назарова хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче пуҫӑннӑ. Кӗрхисене апатлантарма тытӑннине Улатӑр район администрацийӗ иртнӗ эрнере пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗрхи тулла 450 гектар ҫинче апатлантармалла. Удобрени тенӗрен, улатӑрсем иртнӗ эрнерех ӑна ҫине тӑрса туяннӑ: пурӗ 474 тонна кӳрсе килнӗ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ — аммиак селитри. Вӑрлӑх хатӗрлессипе те хуҫалӑхсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 2803 тонна вӑрлӑх хатӗрленӗ, кондицилли ҫав шутран — 60 процент. Кондицие ларса пӗтменнине ака валли хатӗрлеҫҫӗ: алаҫҫӗ, тасатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем тата хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем машинӑпа трактор паркне ҫӗнетес енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗр район автопаркӗ 28 техникӑпа пуянланнӑ. Пӗтӗмпе 60 миллион тенкӗлӗх туяннӑ. Кӑҫал вӑрнарсем ял хуҫалӑх техникине 10 миллион та 195 пин тенкӗлӗх илнӗ. К.Маркс ячӗллӗ ЯХПК АКМ-9 кормораздатчик туяннӑ. «Янгорчино» ЯХПК культиватор тата кормодробилка илнӗ. «Победа» ЯХПК тата «Броневик» ЯХПК та парка ҫӗнӗ техникӑпа пуянлатнӑ. Нумаях пулмасть «Мураты» ЯХПК ҫӗнӗ трактор туяннӑ. Джон-Дир 6150 М трактора вӗсем хӑйсен укҫипе илнӗ. Уншӑн ЯХПК 6 миллион та 322 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Ҫӗнӗ трактор акана кӗҫех тухӗ. «Мураты» ЯХПК аталансах пырать. Унӑн ертӳҫи Геннадий Спиридонов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ техника ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫлама пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ӗлӗк ҫичӗ юта тухса кайса ҫерем ватса тыр-пул акса ӳстернӗ. Халӗ хамӑр тӑрӑхрах ҫӗр ҫителӗклӗ. Ӗҫлеме ӳркенмелле мар ҫеҫ. Пӗлтӗр, ав, 97,2 пин гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртменнине тупса палӑртнӑ. Ҫав шутран 27,3 пинне ҫеҫ тивӗҫлипе усӑ курнӑ. Ытти ҫинче акса-лартма мӗн кансӗрлет? Ку ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. «Ҫӗр – халӑх пуянлӑхӗ, вӑл ӗҫлеме тивӗҫ. Пушӑ выртакан лаптӑка пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме паян нимӗн те кансӗрлемест», — ҫирӗппӗнех асӑрхаттарнӑ Михаил Игнатьев Элтепер. Усӑ курман ҫӗре вӗсен хуҫисенчен туртса илме саккун ирӗк парать. Ун пек тӗслӗхсем Элӗк, Муркаш районӗсенче пулнӑ. Ҫӗре ӗҫлес кӑмӑллисене памалла. Ҫак шухӑша палӑртнӑ Михаил Васильевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг туянассине пӗлтернӗччӗ. Анчах халӗ ку сӑмах тӳрре килменни палӑрнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, «Агросила» халь «Чувашский бройлер» обществӑна туянма палӑртмасть. «Унта право енчен йывӑр лару-тӑру», — тенӗ «Агросилӑн» nӗg директорӗ Светлана Барсукова Хусанти «БИЗНЕС Online» кӑларӑма. Ҫав вӑхӑтрах тутарсем Владимир Ермолаевӑн «Юрма» агрохолдингне туянас процедура малалла пырать. Ҫак ӗҫе пуш уйӑхӗн ҫурринче вӗҫлесшӗн. «Агроинвестор» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи «Юрма» «Агросилӑна» 8 миллиард тенке кайса ларма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян Шупашкарти «ЭКСПО-КОНТУР» суту-илӳпе курав центрӗнче «Ҫӗрулми – 2017» курав уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, Пӗтӗм Раҫҫейри А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулми хуҫалӑхӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗн ҫумӗ Борис Анисимов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Горбунов хутшӑннӑ. Курава РФ Ял хуҫалӑх министерстви тата Раҫҫейри Ҫӗрулми пӗрлӗхӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев тухса калаҫнӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗрулми экспортне аталантарма тӗллев лартнине палӑртнӑ. Элтепер хамӑрӑн, Чӑваш Ен ҫӗрӗ ҫинче ӳсекен вӑрӑсем пулассине пӗлтернӗ. Ку – питӗ лайӑх, мӗншӗн тесен ют ҫӗршывран вӑрлӑх кӳрсе килме укҫа сахал мар кирлӗ. Пӗр килограмӗшӗн 60-70 тенкӗ тӳлемелле. Кӑҫал курава Раҫҫейри 22 регион хутшӑнать. Ҫӗрулмине ҫӗнӗ технологипе ӳстерекен компанисем, фирмӑсем вӑрлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑхӗ пулсан какайӗ пулӗ Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Акашевская» чӑх-чӗп хапрӑкӗнче пӗр чӑх та хӑварман, анчах халӗ унта чӗп ҫитӗнтереҫҫӗ. Кун пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тунтикунсерен Чӑваш Ен Правительстви ирттерекен канашлура пӗлтернӗ. Ларура пулнӑ «Хыпар» журналисчӗ Николай Коновалов хаҫатӑн паянхи номерӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнчи экономикӑри лару-тӑрӑва тишкернӗ май аш-какай туса илесси чакнине палӑртнӑ. Ҫакна экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Инна Антонова асӑнса хӑварнӑ. Сергей Артамонов шучӗпе ку вӑл иртнӗ ҫул ӗҫӗнче «Акашевская» хапрӑкра пӗр чӑх та хӑварманнипе те ҫыхӑнма пултарнӑ. Халӗ унта 56 пин чӗп ӳстерме пуҫланӑ. Асӑннӑ районти «Чувашский бройлер» предприяти те ансат мар вӑхӑта тӳссе ирттерет. |
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем хальхи вӑхӑтра ака валли вӑрлӑх хатӗрлеҫҫӗ. «Россельхозцентрӑн» Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри хуҫалӑхсенче 49,6 пин тонна хатӗрленӗ. Ку вӑл — кирлин 102 проценчӗ. Тӗрӗсленӗ 48,5 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑран 74 проценчӗ ака валли кирлӗ виҫене ларнӑ. Иртнӗ эрнере кӑна кондициллӗ вӑрлӑх калӑпӑшне 2 процент нумайлатнӑ. Вӑрлӑха тасатассипе пилӗк районта уйрӑмах ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Лайӑх вӑрлӑхпа Вӑрнар (кондициллӗ вӑрлӑх унта 89%), Комсомольски (84%) тата Шупашкар (82%) районӗсем палӑрнӑ. Вӑрлӑха кондицие лартассипе республикӑри хуҫалӑхсенче пурӗ 97 звено ӗҫлет. Уйрӑмах йышлисем — Патӑрьелпе Елчӗк тӑрӑхӗсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Ренова» компанисен ушкӑнӗ Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасшӑн. Килӗшӗве ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата компани ушкӑнӗн ертӳҫи Виктор Вексельберг ҫитес эренере Сочире иртекен экономика канашлӑвӗнче алӑ пусӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Сочири канашлу нарӑс уйӑхӗн 27–28-мӗшӗсенче иртӗ. Шӑпах ҫавӑнта Михаил Игнатьевпа Виктор Вексельберг инвестици проектне хута ярасси пирки килӗшӗве алӑ пусӗҫ. Аса илтерер: итальянсем те пирӗн республикӑра теплица комплексӗ хута ярасшӑн. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |